Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: инкеклӗ лару-тӑру министерстви

Пӑтӑрмахсем
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Паян ҫӗрле Сӗнтӗрвӑрри хулинче Куйбышев урамӗнчи харпӑр ҫуртра пушар тухнӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх ҫулӑм электропралукран тухнӑ.

Шел те, пушарта ҫыннӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Хӑй тӗллӗн утса ҫӳреймен ватӑ хӗрарӑм пушартан тухайман.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/84820
 

Пӑтӑрмахсем
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Паян ирхи 6 сехетре Йӗпреҫ районӗнчи Кӑшмаш ялӗнче пушар пулнӑ. Унта йывӑҫ ҫурт ҫунса кӗлленнӗ.

Инкеклӗ лару-тӑру министерстви хыпарланӑ тӑрӑх, пушарта 53 ҫулти кил хуҫи ҫунса вилнӗ. Халӗ ведомство ҫулӑм мӗнрен тухнине уҫӑмлатать.

 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ӗнер Канашра гараж ҫуннӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, Чукунҫул урамӗнчи икӗ хутлӑ харпӑр ҫурт айӗнчи гаражра ҫулӑм тухнӑ.

Ҫӑра тӗтӗм пӳртри пӳлӗмсене те кӗнӗ. Ӑна пула 10 ҫулти арҫын ача шар курнӑ. Тӗтӗмпе наркӑмӑшланнӑскере Шупашкара, Республикӑри ача-пӑча клиника пульницине, илсе ҫитернӗ.

 

Республикӑра
ru.best-wallpaper.net сайтри сӑн
ru.best-wallpaper.net сайтри сӑн

Инкеклӗ лару-тӑру министерстви ыран республикӑра хӑрушсӑрлӑхӑн "сарӑ" шайӗ пулассине пӗлтерет. Паян ҫӗрле тата ыран ирхине тӗтре карса илӗ. Хӑш-пӗр вырӑнта 500 метртанах нимӗн те курӑнмӗ.

Паян ҫӗрле 18-23 градус сивӗ пулӗ, хӑш-пӗр вырӑнта - 25 градус таранах. Сывлӑшри нӳрӗк - 80 процент.

Асӑрханӑр: ҫул ҫинче пӑрлак.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/83487
 

Пӑтӑрмахсем
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн
Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн

Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, ирхине Ҫӗрпӳ районӗнчи Пайтуш ялӗнче пушар пулнӑ. Хуҫасӑр кирпӗч ҫуртра ҫулӑм алхаснӑ. Ҫакна ирхи 6 сехетре асӑрханӑ.

Ҫӑлавҫӑсем пушара сӳнтерсен икӗ ҫын виллине тупнӑ. 1965 тата 1964 ҫулсенче ҫуралнӑ арҫынпа хӗрарӑм ҫунса вилнӗ. Халӗ Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем ҫулӑм мӗнрен тухнине тӗпчеҫҫӗ.

 

Пӑтӑрмахсем

Паян Шупашкарта Эгер бульварӗнчи 41-мӗш ҫуртра пӗр хваттерте газ сирпӗнни пирки пӗлтернӗ Инкеклӗ лару-тӑру министерстви. Ун чухне кил хуҫи килте пӗчӗк ачипе пулнӑ. Хайхискер яшка пӗҫерме лартнӑ, вӑл вара вӗресе тӑкӑннӑ. Шыв ҫулӑма сӳнтернӗ, газ вара тухса тӑнӑ.

Арҫын унччен чӑтса ирттернӗ чире пула газ шӑршине туйман, вӑл тепӗр конфоркӑна чӗртнӗ. Газ сирпӗннӗ. Ҫывӑрмалли пӳлӗмри балкон чӳречисем арканса тухнӑ. Тӗпелте чӳрече каррисем ҫунма пуҫланӑ. Кил хуҫин пичӗ кӑшт пиҫсе кайнӑ. Вӑл ҫулӑма хӑйех сӳнтернӗ. Ача шар курман.

 

Республикӑра
yarnovosti.com сайтри сӑн
yarnovosti.com сайтри сӑн

Республикӑра сиренӑсем мӗнле ӗҫленине черетлӗ хутчен тӗрӗслӗҫ. Ку чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пулӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ку тӗрӗслев планпа килӗшӳллӗн иртӗ. Ҫавӑнпа ҫынсене лӑпкӑ пулма ыйтаҫҫӗ.

Сиренӑсем 10 сехет те 40 минутра янӑрӗҫ. "Внимание всем!" - ҫапла сӑмахсем янӑрӗҫ ун чухне.

Сӑмах май, сиренӑсене пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнче тата утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче тӗрӗсленӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Авӑн уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Атӑк ялӗнчи фельдшерпа акушер пункчӗ ҫунма тытӑннӑ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм хӑрушсӑрлӑх техникине пӑхӑнманран тухнӑ. Пушар стенана сиенлетнӗ.

Ҫак ялти фельдшерпа акушер пункчӗ ҫӗнӗ мар. Вӑл 1979 ҫултах хута янӑскер.

Кӑҫал ҫулла ЧР Сывлӑх министерстви ҫак ФАПа юсаса ҫӗнетессине пӗлтернӗ. Хӑҫан? Хальлӗхе паллӑ мар.

 

Персона

Шупашкарти электромеханика колледжӗн студенчӗ Андрей Юманов ҫуллахи каникулта хулари пляжра нимеҫӗ пек ӗҫленӗ. Ҫак тапхӑрта, виҫӗ уйӑхра, вӑл икӗ ҫынна путасран ҫӑлнӑ: 11 ҫулти ачана тата 28-ти арҫынна.

Паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн, хастар пулнӑшӑн Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тата Шупашкар хула администрацийӗ Андрей Юманова тав хучӗпе чысланӑ.

Халӗ каччӑ малалла вӗренет. Вӑл - 3-мӗш курсра.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuv_prok
 

Республикӑра
cheb.mk.ru сайтри сӑн
cheb.mk.ru сайтри сӑн

Республикӑра ҫанталӑк шӑрӑх тӑнӑран вӑрмансенче пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ вӑрмансене кӗме чарнӑ. Ку ҫынсене, машинӑсене пырса тивет.

Ҫак йӗрке ӗнертен, ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен, вӑя кӗнӗ. Вӑрмана авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗччен кӗме юрамӗ. Ҫак тапхӑрта унта мобильлӗ патруль ушкӑнӗсем сыхӑ тӑрӗҫ. Вӗсен йышӗнче – ведомство ӗҫченӗсем, полицире, вӑрман хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакан ҫынсем.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/81245
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, [6], 7, 8, 9, 10, 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере стандартлӑ мар лару-тӑру пулма пултарать, вӑл кулленхи ӗҫсен юхӑмне ҫавӑрса хурӗ. Мӗн те пулин ҫӗннине пуҫанатӑр тӑк тимлӗ пулӑр — хӑйсен шанчӑклӑхне пӗрре мар ӗнентернӗ ҫынсене ҫеҫ шанмалла. Харпӑр пурнӑҫ ӑшӑлӑхпа савӑнтарӗ: ҫывӑх ҫыннӑрсем тӗрев туйӑмне парнелӗҫ.

Ака, 04

1882
144
Васильев Иван Васильевич, ятарлӑ вӗреннӗ пӗрремӗш чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
1943
83
Аттил Алексей Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1963
63
Пӑртта Александр Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та